Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +17.3 °C
Шӗшкӗ авмасӑр мӑйӑр татаймӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Шаптак (Хорнуй ял тӑрӑхӗ)

ШаптакМуркаш районӗн Хорнуй ял тӑрӑхне кӗрекен ял. Шупашкартан 70 ҫухрӑмра, Муркашран, район тӗпенчен, 9 ҫухрӑмра ларать.

Тавралӑх

Ял ҫывӑхӗнче Штранкӑ шывӗ юхать.

Юнашар ялсем

Шаптакпа юнашар ялсем:

Ял кун-ҫулӗ

Ял ячӗ «Шопток» сӑмахран (Лара-тӑра пӗлмен ача) пулнӑ.

1927 ҫулхи юпан 1-мӗшӗнче районсене туса хурас умӗн Етӗрне уесӗн Торай вулӑсне кӗнӗ, кайран Тутаркас районӗнче шутланма тытӑннӑ. 1939 ҫулхи кӑрлачӑн 16-мӗшӗнче яла Мӑн Сӗнтӗр районне куҫарнӑ. Икӗ уйӑх иртсен, пуш уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, яла Советски районне кӗртнӗ. 1944 ҫулта Муркаш районне туса хунӑ хыҫҫӑн ҫурлан 1-мӗшӗнче ял унта куҫарнӑ. 1959 ҫулхи утӑн 14-мӗшӗнче ял каллех Мӑн Сӗнтӗр районӗнче шутлана пуҫланӑ. 1962 ҫулхи раштавӑн 20-мӗшӗнче ӑна Етӗрне районне кӗртнӗ. Ҫулталӑк ытларах иртнӗ хыҫҫӑн, 1964 ҫулхи пуш уйӑхӗн 11-мӗшӗнче, ял Муркаш районӗнче шутланма тытӑннӑ. Халӗ те вӑл района кӗрет.

Малтан ял совечӗ Тойкилтӗре пулнӑ, 1963 ҫулхи ҫурлан 29-мӗшӗнчен пуҫласа Торай ял советне пӑхӑнма пуҫланӑ. 1977 ҫулхи раштавӑн 19-мӗшӗ хыҫҫӑн Муркаш ял советне кӗнӗ. Хальхи вӑхӑтра Хорнуй ял тӑрӑхӗнче шутланать.

Халӑх йышӗ

1859 ҫулти ҫыравра 77 кил пулнӑ тесе ҫырнӑ. 1897 ҫулти хутсенче ялта 589 ҫын пурӑнни ҫинчен асӑнни пур. 1924 ҫулта ялта 147 кил пулнӑ, 691 ҫын пурӑннӑ.

2002 ҫул пуҫламӑшӗнче ялта 119 кил пулнӑ, 421 ҫын пурӑннӑ.

Паллӑ ҫыннисем

Хуҫалӑх

Ялта Муркаш райповӗн лавкки ӗслет.

Культура

Ялта фельдшерпа аккушер пункчӗ пур.

Вуламалли

  • Моргаушский район. Краткая энциклопедия, 2002 — 154 стр.

Ҫавӑн пекех пӑхӑр



 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2011-02-05 19:40:53 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 2005 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем